Левий – Матфей апостолӑн еврейла ячӗ.
Matt.9.1-Matt.9.8; Luke.5.17-Luke.5.26
Matt.4.13; Mark.1.21
Mark.6.55
Matt.8.10; Mark.10.52; Luke.7.48
Mark.14.64; Ps.31.5; Isa.43.25
Matt.9.9-Matt.9.13; Luke.5.27-Luke.5.32
Luke.15.2
Luke.15.7; 1Tim.1.15
Matt.9.14-Matt.9.17; Matt.12.1-Matt.12.8; Luke.5.33
Matt.11.2; Luke.11.1; John.1.35; Luke.18.12
Matt.25.1-Matt.25.13; John.3.29; Rev.19.7; Rev.21.2
Mark.14.7; Luke.17.22
Deut.23.25
Exod.20.8-Exod.20.10; Num.15.32-Num.15.36
1Sam.21.1-1Sam.21.6
1Sam.22.20; 2Sam.8.17; Exod.25.30; Lev.24.5-Lev.24.9
Exod.23.12; Deut.5.14


МАРК ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР



Чӑвашла
http://ibt.org.ru/bible
Иисус Христос Хуҫамӑр Иисус Христос Хуҫамӑр тунӑ Ҫӗнӗ Килӗшӳ.
Ҫӗнӗ Халал
Хальхи чӑваш литература чӗлхине куҫарнӑ
Куҫаруҫи: П. Яковлев
Турсӑмахлӑх редакторӗсем: Н. Мовлева, Р. тата Т. Гонсалессем, Е. Коляда
Сӑмахлӑх редакторӗсем: А. Дмитриев, П. Димитриев
Тест ирттерекенсем: З. Петрова, Н. Ильина
Консультантсем: прот. С. Овсянников, А. Десницкий, $Дж. Клифтон
Хӑвӑр шухӑша ҫак$адреспа пӗлтерӗр:
ibt_inform@ibt.org.ru
Horace Knowles © The British & Foreign Bible Society, 1954, 1967, 1972
© United Bible Societies, 1994
© Palphot, Herzlia, Israel
© Pictorial Archive Near Eastern History, est., Israel
All rights reserved.
ISBN 978-5-93943-122-4



Copyrighted: © Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Москва, 2009

Библи куҫарӑвӗн институчӗ
Институт перевода Библии, 101000 Москва, Главпочтамт, а/я 360
ibt_inform@ibt.org.ru
назад
закрыть
:

Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни

(Мф. 9:1-8; Лк. 5:17-26)

1 Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
2 Нумаях та вӑхӑт иртмен, алӑк патӗнче те вырӑн юлмиех халӑх пуҫтарӑннӑ. Иисус ҫынсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ.3 Ҫавӑн чухне тӑваттӑн Ун патне паралич ҫапнӑ ҫынна ҫӗклесе пынӑ.4 Халӑх йышлӑ пулнӑран вӗсем Иисус патне ҫывхарайман. Вара вӗсем, ҫурт виттине пӗр ҫӗртен сирсе, паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех Иисус тӗлне антарнӑ.5 Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна ҫапла каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ».6 Ҫавӑнта темиҫе саккун вӗрентӳҫи ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче шухӑшланӑ:7 «Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?»8 Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр?9 Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“ теме?10 Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ:11 «Сана калатӑп: тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай».12 Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.

Иисус Левие чӗнни

(Мф. 9:9-13; Лк. 5:27-32)

13 Иисус каллех тинӗс хӗррине кайнӑ. Пӗтӗм халӑх Ун тавра пуҫтарӑннӑ, Вӑл халӑха вӗрентнӗ.
14 Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.
15 Пӗррехинче Иисуспа вӗренекенӗсем Левий килӗнче хӑналаннӑ. Вӗсемпе пӗрле тата налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн апатланнӑ, вӗсем Ун хыҫӗнчен яланах йышлӑн ҫӳренӗ.
16 Иисус налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан фарисейсен саккун вӗрентӳҫисем Унӑн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Епле-ха Вӑл налук пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?»17 Ҫакна илтсен Иисус вӗсене: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ», – тенӗ.

Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни

(Мф. 9:14-17; Лк. 5:33-39)

18 Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ. Вӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?»
19 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тытӗҫ-и? Ҫук, кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе чухне вӗсем типӗ тытма пултараймӗҫ.20 Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ.
21 Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ.
22 Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа ямалла».

Христос тата шӑмат кун

(Мф. 12:1-8; Лк. 6:1-5)

23 Пӗррехинче шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем ҫула май пучахсене тата-тата илнӗ.
24 Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ».25 Иисус вӗсене тавӑрса каланӑ: «Пӗррехинче Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑраса ҫитсен, вӑл мӗн тунине нихӑҫан та вуламан-им эсир?26 Епле вӑл, Авиафар аслӑ священникра ларнӑ чухне, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ, ҫав ҫӑкӑрсене хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха».27 Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этеме шӑмат куншӑн туман, шӑмат куна этемшӗн тунӑ;28 ҫавӑнпа та Этем Ывӑлӗ – шӑмат кун хуҫи те».