Чиркӳ пуҫлӑхӗ – грекла епископ.
Диакон – малтанхи ӗненекен ушкӑнсенчи хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен.
1Tim.1.15; Acts.20.28
Titus.1.6-Titus.1.9; 1Tim.5.9; 1Tim.3.11; Titus.2.2; 1Pet.4.9; 2Tim.2.24
Titus.3.2; Heb.13.5; 1Tim.6.10
1Tim.3.12
1Tim.3.1
1Tim.6.4; 2Tim.3.4
Mark.4.11; 2Tim.2.26; 1Tim.6.9
Phil.1.1; 1Tim.5.23; Titus.2.3; Titus.1.7; 1Pet.5.2
1Tim.1.19; Acts.23.1
1Tim.5.22
Titus.2.3; Titus.2.10
1Tim.3.2; 1Tim.3.4; 1Tim.3.2; 1Tim.3.4
Matt.25.21
John.1.14; 1Pet.1.20; Luke.2.13; Luke.24.4; Gal.2.2; 2Thess.1.10; Acts.1.2
Чӑвашла
http://ibt.org.ru/bible
Иисус Христос Хуҫамӑр Иисус Христос Хуҫамӑр тунӑ Ҫӗнӗ Килӗшӳ.
Ҫӗнӗ Халал
Хальхи чӑваш литература чӗлхине куҫарнӑ
Куҫаруҫи: П. Яковлев
Турсӑмахлӑх редакторӗсем: Н. Мовлева, Р. тата Т. Гонсалессем, Е. Коляда
Сӑмахлӑх редакторӗсем: А. Дмитриев, П. Димитриев
Тест ирттерекенсем: З. Петрова, Н. Ильина
Консультантсем: прот. С. Овсянников, А. Десницкий, $Дж. Клифтон
Хӑвӑр шухӑша ҫак$адреспа пӗлтерӗр:
ibt_inform@ibt.org.ru
Horace Knowles © The British & Foreign Bible Society, 1954, 1967, 1972
© United Bible Societies, 1994
© Palphot, Herzlia, Israel
© Pictorial Archive Near Eastern History, est., Israel
All rights reserved.
ISBN 978-5-93943-122-4



Copyrighted: © Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Москва, 2009

Библи куҫарӑвӗн институчӗ
Институт перевода Библии, 101000 Москва, Главпочтамт, а/я 360
ibt_inform@ibt.org.ru
назад
закрыть
:

Чиркӳ пуҫлӑхӗсен мӗнле пулмалла

1 Чӑннипех, кам чиркӳ пуҫлӑхӗ пуласшӑн, ҫав ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн.
2 Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле.3 Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр.4 Вӑл лайӑх кил хуҫи, лайӑх ашшӗ пултӑр, ачисем ӑна хисеплеччӗр, итлеччӗр.5 Енчен те ҫын хӑйӗн кил-йышне, хуҫалӑхне йӗркеллӗ тытаймасть пулсан, епле-ха вӑл Турӑ Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшайтӑр?6 Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.7 Тата чиркӳ пуҫлӑхӗ ҫинчен чиркӗве ҫӳременнисем те ырӑпа калаҫчӑр. Ун пирки япӑх калаҫсан унӑн шуйттан танатине лекмелле пулӗ.

Чиркӳри пулӑшуҫӑсен мӗнле пулмалла

8 Ҫавнашкалах диаконсем те хисепе тивӗҫ ҫынсем пулмалла. Вӗсем икӗ питлӗ, ӗҫкӗҫ, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ан пулччӑр.
9 Ӗненӳ вӑрттӑнлӑхне вӗсем таса чунӗсенче упраччӑр.10 Чиркӳри пулӑшуҫӑ пулас текенсене вара малтан тӗрӗслесе пӑхмалла, кӑлтӑк-сӑлтӑк тупӑнмасан тин чиркӳре ӗҫлесе тӑма ирӗк памалла.11 Чиркӳре пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсен те хисепе тивӗҫ пулмалла. Вӗсем элекҫӗсем ан пулччӑр, хӑйсене хӑйсем тытма пӗлччӗр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр.12 Чиркӳри пулӑшуҫӑ та пӗрре кӑна авланнӑ ҫын пулмалла. Вӑл ачи-пӑчине те, хуҫалӑхне те лайӑх пӑхаканскер пултӑр.13 Мӗншӗн тесен ӗҫӗсене лайӑх туса пынӑ чиркӳри пулӑшуҫӑсем аслӑрах вырӑна кӗме тивӗҫеҫҫӗ, Христос Иисуса ӗненсе вӗсем хӑюлланаҫҫӗ.

Пирӗн ӗненӗвӗн вӑрттӑнлӑхӗ

14 Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитсе курасса шанса ҫыратӑп.
15 Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ.16 Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.