John.1.1; 1John.2.13-1John.2.14; Acts.4.20; John.19.35; 1John.4.14; John.1.14; 2Pet.1.16; Luke.24.39; John.20.27
John.1.4; John.11.25; John.14.6; 1John.3.5; 1John.3.8; Rom.14.25; 1Tim.3.16; John.15.27; 1John.1.1; 1John.3.5; 1John.3.8; Rom.14.25; 1Tim.3.16
1John.1.1; John.17.21; 1Cor.1.9; 1John.2.24
John.15.11; John.16.24
1John.3.11; Jas.1.17; 1John.4.8; John.4.24
1John.2.11; John.12.35; 2Cor.6.14; John.3.21
Isa.2.5; Ps.103.2; 1Tim.6.16; Eph.1.7; Heb.9.14; 1Pet.1.19; Rev.5.9; Rev.7.14; Rev.12.11
Job.15.14; Jer.2.35; Jas.3.2; 1John.2.4
Ps.31.5; Ps.50.5; Prov.28.13; Ps.142.1; Rom.3.26; 1John.1.7
1John.5.10; John.5.38; John.8.37
Чӑвашла
http://ibt.org.ru/bible
Иисус Христос Хуҫамӑр Иисус Христос Хуҫамӑр тунӑ Ҫӗнӗ Килӗшӳ.
Ҫӗнӗ Халал
Хальхи чӑваш литература чӗлхине куҫарнӑ
Куҫаруҫи: П. Яковлев
Турсӑмахлӑх редакторӗсем: Н. Мовлева, Р. тата Т. Гонсалессем, Е. Коляда
Сӑмахлӑх редакторӗсем: А. Дмитриев, П. Димитриев
Тест ирттерекенсем: З. Петрова, Н. Ильина
Консультантсем: прот. С. Овсянников, А. Десницкий, $Дж. Клифтон
Хӑвӑр шухӑша ҫак$адреспа пӗлтерӗр:
ibt_inform@ibt.org.ru
Horace Knowles © The British & Foreign Bible Society, 1954, 1967, 1972
© United Bible Societies, 1994
© Palphot, Herzlia, Israel
© Pictorial Archive Near Eastern History, est., Israel
All rights reserved.
ISBN 978-5-93943-122-4



Copyrighted: © Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Москва, 2009

Библи куҫарӑвӗн институчӗ
Институт перевода Библии, 101000 Москва, Главпочтамт, а/я 360
ibt_inform@ibt.org.ru
назад
закрыть
:
← Предыдущая / Следующая

Чӗрӗлӗх паракан Сӑмах

1 Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр.
2 Мӗншӗн тесен чӗрӗлӗх паракан килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, курни-илтнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эпир сире Атте Турӑри ҫав ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх хамӑр патӑра килни ҫинчен хыпарлатпӑр.3 Сирӗн пирӗнпе хутшӑнса пурӑнмашкӑн май пултӑрччӗ тесе сире хамӑр курни-илтни ҫинчен хыпарлатпӑр. Эпир вара Атте Турӑпа тата Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа хутшӑнатпӑр.4 Ҫак сӑмахсене сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑрччӗ тесе ҫырса яратпӑр.

Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх

5 Акӑ, эпир Унран Хӑйӗнчен илтнине сире хыпарлатпӑр: «Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх, Унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук».
6 Енчен те эпир хамӑра Унпа хутшӑнура тӑратпӑр тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмрех ҫӳретпӗр пулсан, эппин эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр.7 Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать.8 Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать.9 Хамӑр ҫылӑхсене йышӑнатпӑр пулсан – эппин шанчӑклӑ та тӳрӗлӗхлӗ Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарса, пире тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑхран тасатать.10 Енчен те эпир хамӑра ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсан – эппин Турра суеҫӗ вырӑнне хуратпӑр, Унӑн сӑмахӗ пирӗн чӗрене витермен пулать.
← Предыдущая / Следующая